Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан  6-мĕш шкулта И.Я Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине халалласа Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхи эрни планĕнче палăртнипе килĕшÿллĕн 7- мĕш класра вĕренекен ачасемпе «Чǎваш Улăпĕ», 5-мĕш класра  «Иван Яковлевич Яковлев - чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» калаçу урокĕсем  иртрěçКĕçĕн класра вĕренекенсем И.Я. Яковлевăн калавěсемпе, юмахěсемпе паллашрĕç.

Вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев чи сумлă çынсенчен пĕри пулса тăнине, тăван чĕлхене пысăка хурса хаклама, упрама тивĕç пулнине палăртса хăварчĕç.